Дата и место рождения: 1901, г. Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское
Дата и место призыва: 20.11.1942 г., Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н
Место службы, звание: Пересыльный пункт Московского городского военного комиссариата , рядовой
Судьба: вернулся с фронта. Работал в колхозе колхозником. Умер в 1977 г.
Воспоминания внука: Василий Иванович 1901 ҫулта Аслă Арапуҫ ялӗнче ҫуралнă. Вăл пӗчӗкӗллех ӗҫе кӳленнӗ,унăн вӗренме май пулман.Хăй вăл питӗ вӗренесшӗн пулнă,анчах ăна ашшӗ-амăшӗ яман.Ҫав тахҫанхи вăхăтсене халь аса илсен Василий Иванович питӗ хурланнă.
Вун сакăр ҫула ҫитсен 1920 ҫулта ăна салтака илеҫҫӗ.Анчах кунта та вӗсене Ульяновский областьран тӳрех вăрҫа илсе каяҫҫӗ.
Граждан вăрҫи пуҫланнă. Василий Ивановича ăҫта кăна илсе ҫитермен ку вăрҫă.Чăн малтан Украинăна илсе кайнă,унтан Узбекская ССРа. Узбекра вӗсем басмачсемпе ҫапăҫнă.Басмачсем нумаях хуҫаланайман,вӗсем хăйсен ирӗкӗпе парăннă.
Граждан вăрҫинче хастар ҫапăҫнăшăн ăна хӗреспе наградăланă.Ку вăрҫăра тӗрлӗрен халăхсемпе пӗр ҫемье пулса кӗрешнӗ.Василий Иванович хăйсен отделенный командирне Архипова астунă. Командирсенчен урăх никама та астуман.
Граждан вăрҫинче вӗсем Узбекран таврăннă.Килсенех колхоза ӗҫлеме кӗнӗ.
Кайран пирӗн Тăван ҫершыв ҫине тискерле фашистсем тапăннă. Василий Иванович 41 ҫулта пулнăскер 1942 ҫулта фронта тухса каять.Аслă Отечественнăй вăрҫа.Ку вăрҫа хирӗҫ тӗрлӗ нациллӗ халăх нимӗҫсене хирӗҫ тăрать.
Василий Иванович пехотинец пулнă.Паттăрлăхшăн ăна икӗ орденпа наградăлаҫҫӗ.
Кайран ăна контузи пулать,госпитальте выртса часах сывалать.Командирсенчен Тупковпа Ругилекова астăвать.
Майăн 9- мӗшӗнче 1945 ҫулта Казахстанра пулать,унтанах киле таврăнать.Вăрҫă хыҫҫăн колхоза ӗҫлеме кӗрет.


