Киргизов Михаил Иванович

Дата и место рождения: 1923, Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское

Место рождения: Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

Место службы, звание: 75 омцб 29 тк 2 УкрФ , красноармеец

Награды: Медаль «За отвагу» (2)
Медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941–1945 гг.»

Судьба: Вернулся с фронта. Умер в 1991 г.

Киргизов Михаил Иванович аса илни. Вăрçа 1942- мĕш çулта илсе кайрĕç. Тула хулинче 3 кун пурăнсан, передовой линине илсе çитерчĕç. Пĕр çырма хĕрринче наступлени пуçланичченех тăтăмăр. 1942- мĕш çулхи август уйăхĕнче наступлени пуçланчĕ. Орел хулинче наступленирен аманса тухрăм та госпитале лекрĕм. Чĕрĕлсе тухсан, особый мотоциклетный батальона лекрĕм. Пире тÿрех Прохоровка патĕнчи хаяр çапăçăва илсе кайрĕç. Пирĕн батальона 39- мĕш танк корпусĕ çумне разведчиксем пулма çирĕплетрĕç. Хаяр вăрçăра Михайловка ялĕ патĕнче тепĕр хут аманса госпитале лекрĕм. Ун хыççăн кавалерине илсе кайрĕç. Иккĕмĕш Украина фронтĕнче артиллерист пулса Харьков хулине, Полтава, Киев облаçĕсене, Молдова республикине ирĕке кăларнă чухне çапăçрăм. Юлашкинчен Румынине кĕтĕмĕр. Бухареста çитес чухне тепĕр хут аманса госпитальтен киле таврăнма тиврĕ. Тем пекех Германие çитме шухăш пурччĕ. Вăрçă çулĕсенче «За отвагу», «За боевые заслуги» медальсем парса чысларĕç.

Населенный пункт

Первомайское