Савинов Терентий Федорович

Дата и место рождения: 1913. Чувашская АССР, Первомайский р-н, с.Первомайское

Дата и место призыва 1941 г., Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

 Место службы, звание:149 стрелковая дивизия, лейтенант

  Судьба: погиб в бою 02.10.1943. Захоронен  Украинская ССР, Черниговская обл., Добрянский р-н, д. Скиток, западнее, 500 м

Ольга Петровна Савинова аса илĕвĕнчен.

 «Пурнăçа лайăх тытăр.яла çентерÿпе таврăнатпăр» тесе сывпуллашрĕ манăн мăшăрăм Терентий Федорович вăрçа тухса кайнă чух. 26 çулта çеç, икĕ ачапа тăрса юлтăм мăшăртан. Çыресем тăтăшах çырса тăратчĕ. Аслă лейтннант ятне те илме тивĕçлĕ пулчĕ манăн упăшкам. Юлашки çырăвĕнче çапла çырнăччĕ: «…Тăвансем мĕнле пурăнаççĕ, çырса пĕлтерĕр. Санюк аппа мĕнле пурăнать. Илле те часах ÿссе çитĕ, тăшмансене çĕмĕрме тытăнĕ. Ирсĕр тăшмана тăван çĕршывран тасататпăр. Ку çырăва февралĕн 25- мĕшĕнче çырнă, анчах вăл юлашки пулнă. Мартăн 11- мĕшĕнче 1943 çулта çамрăк-салтак- учитель ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, 46 çул иртсен Терентий Федорович ăçта вини çинчен пĕлтерчĕç. Ăна Украинăри Репински районĕнче пытарнă. Çавăн чухне Чăваш Республикинчен 26 çын тупăннă. Т.Ф.Савиновăн чи çывăх юлташĕ Воронин Алексей Федорович фронтран янă çырăвĕ халĕ те упранать килте. «Пуля злодейки оборвала его жизнь. И ваша дочь осталась сиротой. Он был ранен в руки. Мы с ним находились вместн год с лишним. Прошу Вас, не расстраивайтесь. Наша жизнь хороша, а до смерти два шага».

Вилни çинчен хута аран чăтса ирттертĕм. Маншăн пĕтĕм тĕнче пĕтнĕ пекех туйăнчĕ. Унтанпа 52 çул та иртрĕ. Çурт- йĕр те çавăртăмăр. Хĕрача, Лидия Терентьевна та шкултан вĕренсе тухса ашшĕн çулĕпе кайрĕ, математика предметне вĕрентекен пулса ĕçлерĕ. Вăл атте мĕнне паянхи кунччен те пĕлмест, виçĕ çÿлта тултарманччĕ вăл салтака тухса кайнă чухне. Çапла вăрçа вăрçа пула эпĕ хамăн чи çывăх çынна çухатрăм.

Населенный пункт

Первомайское