Васильев Роман Павлович

Дата и место рождения: 1902, Чувашская АССР, Батыревский р-н, д. Сидели

Дата и место призыва: 1941, Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

Воинское звание: рядовой

Воинская часть: 745 стрелковый полк 141 стрелковой дивизии (II)

Судьба: до войны работал в колхозе. Был женат на Васе Тимофеевне. Имел двоих детей: Илья (1929 г.р.), Ольга (1938 г.р.). Роман Павлович умер от болезни 22.11.1942 г. Захоронен в Молотовской обл., г. Чусовой, кладбище, могила № 15

Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçне хунă Васильев Роман Павловичăн мăнукĕ Козлова Вера Ильинична аса илĕвĕнчен 

Манăн асатте, Васильев Роман Павлович, Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçне хунă. Вăл 5 ачаллă çемьере 1902 çулта çуралнă. Унпа пĕр тăвансем: Куння, Анна, Кĕçтук, Маюк. Амăшĕ, Акрепина, çамрăкла вилнĕ, 5 ача тăлăха юлнă. Вĕсене ашшĕ Палля ÿстернĕ. Çÿçĕ ир тăкăнса пĕтнĕрен ăна ялта «Кукша Палля» тенĕ. Амăшĕ вилнĕ чухне манăн асатте 4 çулта, кĕçĕнни, Маюк, 6 уйăхра пулнă. «Ку Маюк хам хыççăнах çĕре кĕрĕ-ха, ыттисене шел», — тесе куçне хупнă тет Палля ват асаттен мăшăрĕ Акрепина, манăн ватă асанне.
   Асатте, Васильев Роман Павлович, çамрăклах Каçал енчи лесник патĕнче выльăх пăхса, çулла кĕтÿ кĕтсе пурăннă, тăлăха юлнă пĕр тăванĕсене пулăшнă, уйрăмах йăмăкне, пĕчĕк Маюка, юратнă. Асатте купăс калама, юрлама ăста пулнă. Каçал енчи Шурут-Нурăс хĕрĕпе, Васса Тимофеевнăпа пĕрлешсен 5 ача çуралнă. 3 ачи çамрăкла вилнĕ. 1929 çулта кун çути курнă Иллепе, 1938 çулта çуралнă Улька пулнă вĕсен вăрçă пуçланнă чухне. «Маюк, качча ан кай, ыр курасси пулас çук. Вассана хуçалăха тытса пыма, Иллепе Улькана ÿстерме пулăш. Васса йăвашрах, ăна пĕччен питĕ йывăр пулĕ», — тесе хăварнă асатте вăрçа тухса кайнă чух.
     Колхоз правленийĕнчен ăсатнă вĕсене вăрçа. «Правлени çуртĕнчен хăй купăс каласа, салтак юрри юрласа тухрĕ аслаçу», —  тетчĕ Маюк аппа.
     Пиччĕшĕн ÿкĕтне Маюк аппа çирĕп тытнă. Кÿршĕ ялта, Пăлапуç-Пашьелĕнче 5 çул шкулта техничкăра, 20 çул медицина пунктĕнче санитаркăра тăрăшса ял халăхĕн хисепне тивĕçнĕ. Васса асаннене çурт çĕклеме те, Иллепе (манăн атте) Улькана ÿстерсе воспитани пама та нумай пулăшнă. Вăл пирĕн çемьери чи сумлă çынччĕ.
     Ĕçсĕр пĕр самант та тăма пултарайман, пире те, мăнукĕсене, ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Васса асанне 79 çула, 6 уйăхрах тăлăха юлнă Маюк аппа 90 çула çитсе тирпейлĕ вилĕмпе вилчĕç.
     Асатте вăрçă хирĕнчен таврăнайман, купăс каласа, юрласа ял-йыша та, тăванĕсене те савăнтарайман. 1942 çулхи ноябрĕн 22-мĕшенче вăл вилни çинчен Молотов (Пермь) облаçĕнчи Чусовой хулинчи çар госпиталĕнчен хурлăхлă хут çитнĕ. 83 çул каялла килнĕ сарăхнă хут листине асаттерен юлнă чи хаклă тупра вырăнне упратăп.

Слева дочь Ольга, в центре супруга ветерана

Сын Илья

Населенный пункт

Сидели