Кудряшов Николай Васильевич

Дата рождения: 1922, Чувашская АССР, Чкаловский р-н, д. Тигашево

Дата и место призыва: Чкаловским РВК Чувашской АССР

Место службы, звание: гвардии старшина, в/ч ИКО 367 в должности мл. командир в г. Омск. На фронте: механик водитель танка Т-34, 55-й гвардейский танковый полк 12-й гвардейской механизированной бригады 5-й гвардейской механизированной корпус 2-го Украинского фронта.

Награды: медаль «За отвагу»

Судьба: пропал без вести 28.10.1943 на территории Украинской АССР

Ырă кун, ырă сехет сире атте, анне, Лидя, Настя.
Манăн çырăва вулама!!!
Чăн малтанхи йĕркерех атте, анне, Лидя, Настя сире хĕрлĕармеецла салампа саламлатăп тата хăвăрăн пурнăçăрта чи лайăх кунсем курма сĕнетĕп. Эпĕ сирĕн çырăвăра апрелĕн 2-мĕш числинче илтĕм, çакă çырушăн сире атте, анне, пысăк тав тăватăп. Ку çырăва вуласа тухсан атте, анне, Лидя, Настя сире çакминутра курнă пек, çак минутра сирĕнпе калаçнă пекех туйăнчĕ. Мĕншĕн тесен манпата тăватсăр та пĕрле ларса çырнă пулмалла. Темĕн пекех куççуль юхать, те савăннипе. Мĕншĕн тесен атте сантан эпĕ чылайранпа çыру илмесĕр пурăнтăм, те хурланнипе сирĕн пурăнăçăршăн. Но ун пек пурăнăç нумай вăхăт хушши тăсăлма пултараймĕ, çитĕ савăнăçлă вăхăт. Эпĕ те хăçан та пулсан киле таврăнăп. Кĕркунне май килсен пĕр уйăха отпуска пырăп. Ун çинчен каярахпа çырса пĕлтерĕп. Халĕ сывлăхлă пурăнатăп. Пурăнăç тĕлĕшĕнчен çимелли енчен начар. Но начар тени те тĕрĕсех пулмасть, ытла начарах мар. Тикешри Якур çыру çырма пăрахрĕ. Хăш тĕнчере пурăнать-ши вăл? Ку çырăва илсенех çыру çырăр, мĕншĕн тесен 16-17 числосенче Кавказа испытанине каймалла пулать пулмалла. Унта 3 ачан каймалла. Вĕсем хамăр енчисем мар. Манпа пĕрле хамăр районти ачасем пур, но вĕсем пĕр чаçра кăна,
пурте пĕрле мар, хăшĕ школта. Пока все. Урăх çырмалли çук-ха. Сывă юлатăп, сире те сывлăх сунатăп.Писарьте ĕçлетĕп. Служба йывăр мар. Салампа Коля.

 

Населенный пункт

Яншихово