Прискин Павел Леонтьевич

Дата и место рождения: 25.12.1913, Чувашская АССР, Батыревский р-н, д. Сидели

Дата и место призыва: 1941, Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

Воинское звание: рядовой

Воинская часть: 1-ый Белорусский фронт

Награды: медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941–1945 гг.», орден Отечественной войны II степени; медаль «За отвагу»

Судьба: вернулся с фронта. Женат на Раисе Михеевне. Шестеро детей: Зинаида (1948 г.р.), Лидия (1951 г.р.), Валерий (1952 г.р), Галина (1953 г.р.), Геннадий (1957 г.р.), Юрий (1960 г.р.). Множество внуков и правнуков. Трудовой путь начал сапожником в Балабаш-Баишевской артели «Искра». После окончания Казанской автошколы стал работать водителем автомашины. В течение 48 лет трудился в колхозах «За коммунизм» (Б.-Чеменово), «Пионер» (Сидели), в Первомайской «Сельхозтехнике», на крахмалзаводе. Умер в 05.04.2006 г.

Прискин Павел Леонтьевич вăрçă участникĕн шăллĕн, Мускав хулинче пурӑнакан Петр Леонтьевичăн аса илĕвĕ.
/сӑнукерчӗкре: варринче вӑрҫӑ ветеранӗ тата шӑллӗпе унӑн ывӑлӗ/

1945 çул… Вăрçă чарӑннă. Çĕртме, утă уйăхĕсенче сывă юлнă ялти арçынсем майĕпен таврăнма пуçларĕç. Мамуткин Микиш тетепе Макаров Хĕлип тете таврăннине питĕ лайăх астăватăп. Пĕр çуллахи ăшă кун Микиш тетесен умне грузовик чарăнчĕ. Унăн кузовĕ çинчен савăнăçлă салтаксем анчĕç.
     Шел пулин те тăван тете вăрçăран хӑҫан таврăннине астумастăп. Анчах та вăл епле тыткăна лексе тарни пирки каласа панине манман. Пĕр вăхăт Палюк пичче «Катюшасем» валли ракетасем турттарнă. Пĕррехинче каялла кайнă чухне вĕсене пулеметпа персе нимĕç мотоциклистчĕсем хăвалама пуçланă. Хăйпе юнашар ларса пыракан офицера тÿрех вĕлернĕ. Тете аманнă. Пысăк хăвăртлăхпа пыракан машини мина çине лексе çул айккине çаврăнса ÿкет. Çав вăхăтра Палюк тете тăнне çухатать…
    Тăна кĕрсен хăй çине нимĕç автоматпа тĕллесе тăнине курать. Манăн водитель удостоверенине тупсан коммунист тесе кăшкăрса янине те калатчĕ тете. Тепĕр нимĕçĕ, кузов çинче тем шыраканскер, хайхине ку шофер прави пулнине ăнлантарать. Палюк тетене вĕлермен ун чух, плена илнĕ. Каласа хăвармалла: вăл концлагерьте пулман. Ăна коммунист маррипе, аллинче хăйне тытнă вăхăтра пăшал çуккине, шофер çеç пулнине шута илсе «хуçасем» патне ĕçлеме янă. Вĕсем унта чи йывăр ĕçсене пурнăçланă.
    Мĕн плена лекнĕренпех тарса хăтăласси пирки ĕмĕтленнĕ тете. Пĕр каç çапла пиллĕкĕн тухса тарма май тупнă. Вĕсем çĕрĕпех хĕвел тухăç еннелле утнă. Кăнтăрла вара помидор анисем çинче пытаннă. Çапла темиçе çĕр кайнă. Пĕр кунхине уйрăм ларакан хутор патне килсе тухнă. Картишне кĕрсе лупасси çинчи утă тюкĕсем хыçне пытанса çывăрма выртнă. Кăсем çывăрнă вăхăтра сарайне хуçа хĕрĕ тухнă. Çав вăхăтра ыйхă тĕлĕшпе пĕри утă тюкне урипе тапса ÿкерет. Хăраса кайнă хĕрача ашшĕне чĕнсе тухать. Лешĕ пăшалпа хăратса пурне те килне кĕме хушать. Апат çиме лартать. Хĕрачине вăрттăн хăлхинчен пăшăлтатса урама кăларса ярать.
     Нумай та вăхăт иртмен нимĕç салтакĕсем килсе кĕнĕ те пурне те арестлесе конвойпа хулана илсе кайнă. Çулĕ вăрман витĕр пулнă. Унта çамрăк йывăçсемпе тĕмĕсем ытларах ÿснĕ. Палюк тетесем утнă чух калаçса татăлма май тупнă. Çапла вара иккĕн пĕр енне, виççĕн тепĕр енне сапаланса тарнă. Нимĕçсем вĕсем хыççăн чупман. Ытти салтаксене чĕнсе пĕчĕк вăрмана çавăрса илнĕ. Тетене тата виçĕ совет çыннине тытнă. Мĕнле шырасан та пиллĕкмĕшне тупайман.
     Çакăн хыççăн пленри йывăр тамăкри пек пурнăç пуçланнă. Çапах кунтан та хăтăлас емĕт нихăçан та сÿнмен тетепе юлташĕсен.
     Палюк тете юлашки пленран тарнине çапларах каласа паратчĕ. Вĕсем шухăшланă плана ĕçе кĕртме йывăрах та пулман, анчах та питĕ хăратнă. Çапла пĕр каç тете нимĕç грузовикĕ çине ытти пленныйсене лартса тухса тарнă. Ку хутĕнче вĕсене ăннă. Вăл пурне те хамăрăннисем патне илсе çитерме пултарнă.
Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн Палюк тетене фронта янă. Унта Çĕнтерÿ кунĕчченех фашистсене хирĕç çапăçнă.
     Манăн тата тепĕр тете, Алексей Леонтьевич, 1944-мĕш çултанпа вăрçăра пулнă. Яппунсене хирĕç кĕрешнĕ çĕре те хутшăннă. Аля тете– моряк. Севастопольте пурăннă.

22.09.2024 ҫул/19 сех. 30 мин./

Мускав хули, Прискин П. Л.

Населенный пункт

Сидели