Бойкова Антонина Степановна

Дата и место рождения: 1923, Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское

Дата и место призыва: Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н ;

Место службы, звание:

Награды:  медаль «За  победу над Германией

медаль «За победу над империалистической Японией»,

медаль «За оборону Заполярьея»

Судьба: Вернулась с фронта, умерла в 2009 г

Воспоминания: Бойкова Антонина Степановна  аса илĕвĕсем.

Вăрçă иккĕмĕш çул пырать.1942-мĕш çулхи ноябрь уйăхăхĕнче повестка илсе килсе пачĕç. Пирĕн ялтан çав кун Чиркова Лиза та каймалла. Атте мана лашапа Канаша леçме хатĕрленнĕ.Эпир, салтак юрри юрласа, укăлча патĕнче ял халăхĕпе, тăвансемпе сыв пуллашрăмăр. Пире урам тулли халах йĕрсе ăсатрĕ.

Аттепе пĕрле 3-мĕш кунхине Канаша çитрĕмĕр. Канашра икĕ вагон туллиех хĕрача (120 çын). Ăçта илсе каяссине никам та пĕлмест. Ковровăна çитсен виçĕ сутка тăтăмăр. Унта ăнсăртран Лыскова Агафипе тĕл пулса калаçрăмăр, ыталаса уйрăлтăмăр. Пире Волхов фронтне илсе кайрĕç.

1943-мĕш çул. Çуркунне. Ладога кÿлли хĕрринче походный кухнипе куçса çÿрерĕмĕр. Пÿрăнма питĕ хăрушă пулнă, вилĕм те хамăрпа юнашарах çÿренĕ. Кухьнăра апат çĕрле те кăнтăрла та пĕçернĕ, мĕншĕн тесен фронтовиксене выçлăхран çăлса хăвармалла пулнă. Апат пĕçерме вăрманта типнĕ хăрăк туратсем пуçтарнă, шыв тупасси те пирĕншĕн йывăрлăх пулнă.

Вăрçă чарăнсан пире Инçетри  Хĕвелтухăçне илсе кайрĕç. Унта та 136-мĕш батарейри хирти кухньăпа куçса çÿрерĕмĕр.

1945-мĕш çулта яла таврăннă. Манăн медальсем: «За  победу над Германией», «За победу над империалистической Японией», «За оборону Заполярьея».     Яту хисеплĕ санăн, ветеран,

Ăсу- халупа эс чыс- мухтавлă.

Халь те вăй питтиех пĕрле пыран,Сахал- им ырă ĕç халăхшăн тăван.

Населенный пункт

Первомайское