Дата рождения: 20.04.1914 г., Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское
Дата и место призыва: 01.02.1942 г., Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н
Место службы, звание: 1238 сп 372 сд, рядовой
Награды: Медаль «За боевые заслуги»
Судьба: в 1943 г. после ранения вернулся домой , инвалид 2 группы. Работал в колхозе старшим счетоводом , в сельпо старшим бухгалтером, в школе бухгалтером.
Умер в 2000 г.
Воспоминания: ДИКИН ЯКОВ АНДРИАНОВИЧ
(Эпĕ вăрçăра пулни çинчен)
1 февраля 1942- çулта пире илсе карĕç Канаша. Канашран Комсомольскине запасной полка илсе карĕç. Запасной полкрп эп главны писарьте ĕçлерĕм. А друг телеграмма килнĕ- пирĕн фронта тухса каймалла. Канаша полкпа. Канашра пире оформить турĕç. Поезд çине лартрĕç те веç тумтир тумлантарнă. Канашран кайсассăн Мускава çитрĕмĕр. Мускавра пĕр сутка пурăнтăмăр. Унтан Мускав- Ленинград çулĕпе илсе кайрĕç. Будгăс станцинчен икçĕр сакăрвунă километр. Унта конечно кăнтăрла утман, çĕрле кăна утнă. Потомучто кăнтăрла бомбить туса тăрать. Ун хыççăн Грязи станцине çитрĕмĕр. Грязи станцинче эпир военный городокра тăтăмăр, вăл Волхов хĕрринче. Вара пире Волхов шывĕ урлă каçарчĕç. Çав Волхов шывĕ урлă каçнă чухне пире танк сопровождать турĕ. Волхов шывĕ урлă каçнă чухне немецки самолет тапăнчĕ. Пирĕн танк снежный завал хыçне анчĕ те немецки самолета пеме тытăнчĕ.Самолета тивертрĕ те пĕр километр пулĕ самолет ÿкрĕ. Самолет патне никама та ямарĕç. Кайран пире фронта илсе кайрĕç. Пире фронта кĕрсессĕн эпир Большая Вишура, Малая Вишура ильтĕмĕр. Кайран Маски. Çав ялшăн наступленине кĕтĕмĕр. Çав ялшăн 17 çынна разведкăна ярса килчĕç те пирĕн наступлени пуçланса кайрĕ. Халь вăл яла çĕнсе илтĕмĕр. Пирĕн Волхов шывĕ аякка тăрса юлчĕ. Ку ял пиртен виçĕ рас алăран алла куçрĕ. Эп çав çапăçура амантăм. Вара аманнă хыççан госпитале ăсатрĕç. 1943- мĕш çулта мана киле ячĕç (как тяжело раненный, кайра эп вăрçа юрăхсăр пултăм).
Вăрçă ветеранĕ п/п Дикин Я. А. 25/IV-84 г.


