Горшков Михаил Андреевич

Дата и место рождения: 1906, Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское

Дата и место призыва: 1941,Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

Место службы, звание: 269 сп, красноармеец

Награды: медаль «За Победу над Германией  в Отечественной войне 1941-1945гг.»

 Судьба: после ранения в 1943 г. вернулся домой, умер в 1992 г.

Воспоминания: Вĕсене салтака илсе кайман. Темиçе çынтан пĕр çынна кăна илчĕç тет. Вĕсен ушкăнĕнчен Крылов Илюк кайрĕ тет. 1941 çулта вăрçа тухса кайнă. Чи малтанах Сталинград хулине лекнĕ.  Вĕсем унта çапăçнă. Сталинград хулинчен çапăçнă чухне сулахай хулне амантнă. Сталинград хулинчен вĕсем Харьков хулине куçнă. Харьковра вĕсем питĕ вăйлă çапăçнă, кĕрешнĕ. Харьковра çапăçнă чухне унăн сулахай хулне тепĕр хут амантнă тата нерви татăлнă. Харьковран ăна Челябинскине “Чебаркуль” ятлă госпитале ăсатнă. Вăл госпитальте питĕ йывăр выртнă, госпитальтен 6 уйăх выртса тухнă. 1943 çулта, çуркунне килне таврăннă. Ăна çакăн пек наградăсемпе наградăланă: 8 июлте 1946-мĕш çулта “За Победу над Германией  в Отечественной войне 1941-1945гг.”; 7 мартра 1965-мĕш çулта “20 лет Победы в Великой Отечественной войне”; 26-мĕш декабрьте 1967 -мĕш çулта “50 лет Вооружённых сил”.

1975,  Безрукова Н.

Населенный пункт

Первомайское