Горшков Владимир Васильевич

Дата и место рождения:1908, Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское

Дата и место призыва:28.01.1942, Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

Место службы, звание: 250 сп. красноармеец

Судьба: из- за ранения эвакуирован в тыл 15.09.1943 г., умер в 1981 г.

Воспоминания:Горшков Владимир Васильевич 1942- мĕш çулхи январĕн 28- мĕшĕнче вăрçа тухса каять те Смоленск областьне лекет. Командир взвода Чернышев пулнă. Вăл вилнĕ хыççăн Максимов пулнă. Владимир Васильевич автоматчик пулнă передовойĕнче.

1943 çулта сентябрĕн 23-нче вăл аманать. Ăна контузи пулать. Снаряд ванчăкĕсемпе ури, хулĕ, аяк пĕрчисем, пуçĕ аманать. Ăна, аманнăскере, тăватă юлташĕ тăм айĕнчен кăлараççĕ. Кăларнă хыççăн госпитале ăсатаççĕ. Малтан Ржев хулинче, унтан Мускавра выртнă. Хулне 5 осколок кĕрсе ларнă пулнă. Госпиталь хыççăн киле таврăнать те йывăр аманнă пирки тек каяймасть.

Вĕсен полкĕнче чăвашсем пулман, пĕр тутар- Шăнкăртам çынни çеç пулнă. Ыттисем- вырăссем.    Çапăçури паттăрлăхшăн ăна 3 медаль парса хисеп тунă.

Çыраканĕ: 1975 , Никифорова Светлана. 10-б

Населенный пункт

Первомайское