Дата и место рождения: 30.11. 1919, Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское
Дата и место призыва :Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н
Место службы, звание: 16 гв. Сд, гв. лейтенант
Судьба: умер от ран 05.03.1942 г Захоронен Смоленская обл., Велижский р-н, д. Маклок, братская могила
Хромов Михаил Иванович 1919 çулта ноябрĕн 30- мĕшĕнче хальхи Патăръел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан вăл Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕренме тытăннă. Вăл вунă класс пĕтернĕ. Вĕсен класĕ Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулăн пĕрремĕш кăларăмĕ пулнă. Вунă класс пĕтерсен Шупашкарти пединститутра вĕренме тытăннă. Анчах услови пулман пирки вăл института пăрахса Архангельскине ĕçлеме кайнă.
1939- çулта Архангельскинченех армине кайнă. Малтанах Котласра пулнă, ун хыççăн УССР-ти Житомир хулинче служить тунă. 1939- çулта салтакранах Калино- Подольск облаçĕнчи Славута хулинчи военно- пехотный училищăна илсе кайнă. Военно- пехотный училищăран вĕренсе тухнă хыççăн, 1942- çулта Смоленск облаçĕнче фашистсемпе куçа- куçăн тăнă. Смоленск облаçĕнчи хуласенче пуринче те çапăçăва хутшăннă. 1942- мĕш çулта февралĕн 15- мĕшĕнче Калинин хулинче çапăçăва кĕнĕ. Мартăн 1- мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Велиж хулине фашистсенчен ирĕке хăтарнă чух вăл питĕ йывăр аманнă. Çавăнтах çывăхри госпитале ăсатнă. Мартăн 5- мĕшĕнче вăл ирхине вилнĕ.
Михаил Иванович рота командирĕ пулнă. Гвардии старший лейтенант Хромов Михаил Иванович. Ăна Смоленск облаçĕнчи Велиж хулинче тăванла масар çине пытарнă.
Тăванла масар çинче пурĕ 900 çын вил тăпри выртать.


