Дата и место рождения: 05.12.1923. Чувашская АССР, Первомайский р-н, с. Первомайское
Дата и место призыва: 05.05.1942, Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н
Место службы, звание: 386 стрелковый полк 178 стрелковой дивизии
357 запасной стрелковый полк 14 запасной стрелковой дивизии, лейтенант
Награды: Медаль «За отвагу» (2)
Медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941–1945 гг.»
Медаль «За отвагу»
Судьба: вернулся с фронта. Умер в 1995г.
Воспоминания: Пурăнать ялта ветеран
А. Исмуков юлташ Пăлаçи тăрăхĕнче- Первомайскинче çуралнă ветеран. Тăван ялĕнче çиччĕмĕш теçетке пурăнать. Пурнăсăн нуши- тертне ачаллах астивнĕ. Шкулта вĕренне чухнех тырпул акма та, вырса пухма та хутшăннă.
Тăхăр класс пĕтернĕ каччă 1942 çулта алла хĕçпăшал тытнă, ирсĕр тăшмана хирĕç çапăçăва кĕнĕ. Ржев патĕнче Калинински фронта лекнĕ. Çĕршывăн чи йывăр кунсем тăнă. Тăшман малаллах талпăннă. Ним шелсĕр «тăхлан çумăрĕ» тăкнă. Вут- çулăм алхаснă. Нимĕçсем самолетран суя листовкăсем пăрахнă. Анчах Тăван çĕршыв пуриншĕн те пĕрре. Ултавлă ырлăх илĕртмен пирĕннисене. Пурте кар тăрса çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ.
Çапăçу çухатусăр пулмасть. Вилсе юлнисем, аманаканнисем те пулнă. Александр Максимович та икĕ ураран аманнă. Госпитале лекнĕ. Смоленск облаçĕнчи Ярцево çывăхĕ унăн асĕнчен ĕмĕрне те тухмĕ.
Сипленнĕ хыççăн яла таврăнать фронтовик. Тăван ялти шкулта военрук пулса ачасеневĕрентме пуçланă. Ĕçе çÿреме урисен тĕрекĕ çеç çитеймен, виççемĕшне кÿлнĕ, патак тытнă.. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Шав улшăнать. Çĕнни çĕнĕлĕх ыйтать. Çулсем иртнĕ çемĕн Александр Максимович та илнĕ пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туять. Шупашкара колхозсем валли ертсе пыракан кадрсем хатĕрлекен шкула вĕренме каять. Виçĕ çул пĕлÿ пухать кунта вăл. Унтан, вăтăрпинлиснен шучĕпе, колхоз председателĕн ĕçне кÿлĕнет.
«Тиевлĕ лава» сакăр çул туртса пырать А. Исмуков. А. Капитонова (районная газета «АВАНГАРД», дата неизвестно)

