Лыскова Агафия Мироновна

Дата и место рождения: 1924,  Чувашская АССР, Батыревский р-н, Первомайское

Дата и место призыва:  в ноябре 1941 г. ,Первомайский РВК, Чувашская АССР, Первомайский р-н

Место службы, звание:

Награды: Орден Отечественной войны II степени

Судьба: вернулась с фронта, работала в райпо ревизором инструктором. воспитала 2 дочерей.

Воспоминания: Агафия Мироновна Лыскова иртнĕ çул 72 тултарчĕ. Сывлăхĕ чиперх-ха унăн. Пĕччен пулсан та выльăх- чĕрлĕх усрать, пахчине тирпейлĕ тытать. Вăрçа пуçланнă куна акă еплерех аса илет вăл: «1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22- мĕшĕнче эпир Анна Морозовăпа пасара хăпаратпăр. Унта аякри ялсенчен: Кивĕ Эйпеçрен, Пăлапуç Нурăсран, Турхантан, Ишлĕ Шетмĕрен, Мăратран тата ытти вун- вун ялтан ярмăрккана пухăннă. Карусель патĕнче халăх кăткă пек хĕвĕшет, купăс сасси янăрать. Икĕ ретпе вырнаçнă лавккасенче тĕрлĕ тавар сутаççĕ. Шăпах çакăнта пĕлтерчĕç те вăрçă пуçланни çинчен.

Эпĕ ун чухне Первомайскинчи МТС-ра шофер- трактристсем вĕрентсе кăларакан курса çÿреттĕм. Кунта ĕçлекен шоферсене, трактористсене вăрçă пуçлансанах илсе кайрĕç. Пире, курсантсене вĕсен вырăнне лартрĕç. Хамăр ял хĕрĕсем Фекла Чебоксарова, Мария Карзунова тата эпĕ 1941 çула Патĕрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль, Çĕньял, Кĕçĕн Арапуç, ÿç Шăхаль, Юнтапа ялĕсенче ирттертĕмĕр. Çак çулхи чÿк уйăхĕнче мана та вăрçа кайма повестка пачĕç. Инке лашапа Канаша леçрĕ. 3 кун пурăнтăмăр    унта. Çĕпĕртен пĕр эшелон  хĕр- салтаксем илсе килчĕç, пĕр арçын та çук. Канашра Ирçе Çармăс хĕрĕпе Антонина Бакаревăпа туслашрăм. Ирçе хĕрĕ вырăсла лайăх калаçатчĕ. Канашран Муром станцине çитрĕмĕр, пĕр эрне  лартăмăр кунта. Апат столовойра çитеретчĕç. Çакăнта пĕр салтак апат çинине курса питĕ тĕлĕнтĕм, мĕскĕн питĕ выçă пулнă пулĕ ĕнтĕ вăл. Каярахпа  çакăн пеккине хамăн та курма тиврĕ. Вакунра пĕр Туçа хĕрĕпеМария руссовăпа       паллашрăм. Вăл халĕ те пурăнать Люберцы хулинче, çыру çÿрететпĕр унпа.

Вакунран тухрăм та эшелон тăрăх утатăп. Акă пĕр  вакунра пирĕн ял хĕрĕсем Антонина Бойкова, Елизавета Чиркова лараççĕ.тĕл пултăмăр та виçсĕмĕр те йĕретпĕр, вăрçа каятпăр вĕт-ха. Мускава çитрĕмĕр, хула вокзалĕ çÿмĕнчи пĕр склада улăм сарнă, çавăнта выртса пурăнтăмăр. Мунча кĕртрĕç, салтак тумĕсем пачĕç, вăрă шинель, 45 размер ботинкăпа пуртенкке. Ара тумĕсене арçынсем валли  хатĕрленĕ- çке.

Мускавран Ленинграда кайнă вăхăтра бомбăсем çурăлма пуçларĕç. Йĕни, кăшкăрашу, вилнисем те чылайăн пулчĕç ун чухне. Пире чĕрĕ юлнисене, Мускава каялла илсе килчĕç.Пĕр часре (мотор цехĕнче) катушкăсем  тăваттăмăр. Могилев хулинчен  эвакуаципе килнĕ  73 çулхи Финкель еврей- цех пуçлăхĕччĕ.

1945 çулхи çу уйăхĕн 5- мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунĕ пирĕ Яппун вăрçине илсе кайрĕç. Канаш станцийĕнчен иртнĕ чухне чун питĕ хурланчĕ. Барнаула çитсен вăрçă вĕçленнине пĕлтерчĕç. Çурла уйăхĕнче тăван яла таврăнтăмăр. Малтанах МТС-ра учетчица пулса ĕçлерĕм, каярахпа Шупашкарта инструктор- ревизор шкулне пĕтертĕм. 48 çул райпора ревизор- инструктор пулса ĕçлерĕм.

Населенный пункт

Первомайское