Дата рождения: _._.1911-1987 Чувашская АССР, Чкаловский р-н, с. Тойси ;
Дата и место призыва: Гурий 1911-1987 Свердловскинчи политехнический институт пӗтернӗ, АОв участникӗ, çыхăну ӗçӗсен наукăпа тӗпчев институчӗн директорӗ.
Судьба: Василий Никифорович Никифоров 1877.9.8-1951.4.21. Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи çӗнӗ .Улхаш ялӗнче çуралнă, Чӗмпӗрти чăваш шкулне тата духовной семинарине пӗтернӗ, 1913 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пуçласа 1928 çулччен Туçа чиркӗвӗн священникӗ, арăмĕ Елена Васильева 1879.11.21-1956.1.10 Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче çуралнă, учительница, ачисем Антонина, Геннадий, Гурий, Анатолий, Тамара, Вениамин; 1917.9.6. Антонина 1904-1982 Канашри 29-мӗш шкулта биологи учителӗ, упăшки Петров. Геннадий 1905-1953 Ленинградри политпросветработниксен институтне пӗтернӗ, Ростовра, каярахпа Наркомпросра Н. К. Крупскаяпа пӗрле ӗçленӗ, пӗр кӗнеке пичетлесе кăларнă, библиотечной институт директорӗ пулса ӗçленӗ. Финляндипе çапăçнă вăрçăра йывăр аманнă, арăмĕ Надежда Павловна Бобровская, партин Мускаври Фрунзенский райкомӗн секретарӗ, ачи Алла 1929 учительница. Гурий 1911-1987 Свердловскинчи политехнический институт пӗтернӗ, АОв участникӗ, çыхăну ӗçӗсен наукăпа тӗпчев институчӗн директорӗ. Анатолий 1914 Мускава вӗренме кайсан 1931 çулта çухалнă. Тамара 1922.12.4 Канашра вăтам пӗлÿ илнĕ, Мускаври геодезипе картографи институтне пӗтернӗ, инженер-оптик пулса ӗçленӗ, упăшки Георгий Васильевич Дурейко.

